Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Анат Сурӑм

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Канаш районӗнче ӳсӗр водитель инкеке лекнӗ.

Анат Сурӑм ялӗ ҫывӑхӗнче А-151 автоҫулпа пыракан водитель ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пӑтӑрмах 21 сехет те 32 минутра пулса иртнӗ.

Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн управленийӗнче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «Renault Megane» автомобиль (унӑн патшалӑх номерӗ — В759СС 21) ҫула май пыракан «Volvo» машина ҫине пырса кӗнӗ, ун хыҫҫӑн кювета чӑмса кутӑн ҫавӑнса ӳкнӗ.

«Renault Megane» рулӗ умӗнчи водитель, 25 ҫулти каччӑ, ӳсӗр пулнӑ. Вӑл ӳсӗрле руль умне ларнӑран пакунлисен куҫӗ тӗлне унччен те ҫакланнӑ. Ӗҫнӗ хыҫҫӑн каллех машинӑпа ҫула тухнӑшӑн ӑна пуҫиле майпа явап тыттарӗҫ. Хальлӗхе вӑл больницӑра суранӗсене сиплет.

 

Персона Кӗҫтӳк Кольцов поэт тата журналист
Кӗҫтӳк Кольцов поэт тата журналист

Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти Литература музейӗ Константин Кольцов поэт ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине асӑнса литературӑпа музыка каҫӗ ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Вӑл хыпара К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн сайтӗнчен илнӗччӗ.

Хыпара вырнаҫтарнӑ тӗп ҫӑлкуҫра тата ыттисенче те Канаш районӗнчи Анат Сурӑмра ҫут тӗнчене килнӗ поэта ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ тесе кӑтартаҫҫӗ. Анчах Канаш район администрацийӗнче ку дата тӗрӗс маррине палӑртаҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче поэтӑн тата журналистӑн тӑван ялӗнче юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн (ӑна лайӑхлатассипе ӗҫсем пынине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пӗлтернӗччӗ) музея тепӗр хут уҫнӑ чух та Кӗҫтӳк Кольцов ҫуралнӑ кунне тӗрӗс мар асӑнни пирки тӑванӗсем хытах калаҫнӑ-мӗн. Константин Кольцов ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Кун пирки Канаш район администрацийӗн пресс-секретарӗ Антонина Тямина ӗнер пӗлтерчӗ. Ӗнерех эпир унпа Шупашкарти Литература музейне те шӑнкӑравласа систертӗмӗр.

 

Персона Кӗҫтук Кольцов сӑвӑҫ
Кӗҫтук Кольцов сӑвӑҫ

Кӗҫтук Кольцов сӑвӑҫа, аслӑ лейтенанта асӑнса вӑл ҫуралса ӳснӗ Канаш районӗнчи Анат Сурӑмри ҫуртра 1995 ҫулта музей хута кайнӑ. Ҫакна тӑвассишӗн «Правда» ял хуҫалӑх кооперативӗн ертӳҫи Г.П. Степанов ҫине тӑни пирки вӑл ялти Константин Васильев район хаҫатне пӗлтернӗ.

Фронта кайиччен Кӗҫтук Кольцов «Сотсиалисӑмшӑн» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ, сӑвӑсем шӑрҫаланӑ. Поэтӑ кун-ҫулӗ ҫамрӑклах Калерии ҫӗрӗнче татӑлнӑ.

«Шел те, музейӗн ӗҫлӗ кун–ҫулӗ вӑрӑма пымарӗ. Темшӗн ҫакӑн ҫине тимлӗн те яваплӑн пӑхаймарӑмӑр. Ҫулсем иртнӗҫемӗн вӑл юхӑнма, саланма пуҫларӗ», — тет музей пирки маларах асӑннӑ хастар.

Кӑҫал ҫулла Литература ҫулталӑкне халалласа паллӑ ҫыравҫӑсен ушкӑнӗ Анат Сурӑма килнӗ. Ку йышра С. Асамат, Л. Сарине сӑвӑҫсем, республикӑри Писательсен союзӗн ертӳҫи С. Павлов пулнӑ. Ку вӑхӑт тӗлне Кӑшнаруй ял тӑрӑхӗ музея кӑштах хӑтлӑх кӗртме ӗлкӗрнӗ пулнӑ-ха. «Анчах та тумалли ӗҫ нумай пулни куҫ кӗретчӗ», — аса илет вӑл вӑхӑта Константин Васильев.

Кӳкеҫри «РСБ Энергосетьстрой» ООО директорӗ А.

Малалла...

 

Кӑшнаруй Яндекс картти ҫинче
Кӑшнаруй Яндекс картти ҫинче

Кӑшнаруйри тӗслӗх вулавӑшӗнче ӗҫ вӗресе кӑна тӑрать. Кашни кун тенӗ пек кунта мероприятисем иртеҫҫӗ. Ак, чӳкӗн 18-мӗшӗнчех ял ҫыннисем валли «Ҫӗнӗ документ» ятлӑ компьютер урокӗ иртнӗ — аслӑ ҫулсенчисем унта офис программинче ҫӗнӗ документ хатӗрлеме вӗреннӗ. 4 ҫын хутшӑннӑ пулин те ӗҫӗ пурах. Ытларикун, чӳкӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ урока вара 5-ӗн хутшӑннӑ — вӗсем ҫӗнӗ документа калӑпланӑ чухнехи вӑртӑнлӑхсемпе паллашнӑ.

Шӑматкун, чӳкӗн 27-мешӗнче, вулавӑшра тепӗр мероприяти иртмелле — «Хӗрӳллӗ лирик» ятлӑ поэзи сехечӗ.

 

Кӑшнаруйри вулавӑша тӗслӗхлисем шутне 5 ҫул каяллах, 2005 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче кӗртнӗ. Унта Кӑшнаруй, Анат Сурӑм, Шӑхаль ял ҫыннисем ҫӳреҫҫӗ, ҫулталӑкне пурӗ 750 ытла. Кӑшнаруй ялӗнчи вулавӑша уҫасса 1955 ҫултах уҫнӑ. 1990 ҫулта вӑл ял клубӗн иккӗмӗш хутне куҫнӑ, пӗтӗмешле 60 тӑваткал метр йышӑнать. Кӗнеке фондӗнче 6 пин ытла экземпляр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://gov.cap.ru/main.asp?govid=348
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй